Вырсарникун шупашкарсем валли чылай мероприяти хатӗрленӗ. Эпир сире вӗсенчен хӑш-пӗрипе паллаштарасшӑн (тулли вариант кунта):
◊ 10 сехетре Шупашкар хулин музейӗнче Александр Насекин куравӗ уҫӑлать.
◊ Атӑл хӗрринче 11 сехетре парӑс регаттине курма май пур.
◊ 12 сехетре Калинин районӗн «Кӗрешӳ» уҫӑ ӑмӑрту пуҫланать.
◊ 13 сехетре Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче «Атӑл мерченӗ — 2011» уяв программинче савӑнма пулать — спорт мероприятийӗсем, вӑйӑсем, ӑмӑртусем, концерт.
◊ Лакрей вӑрманӗнче «Пысӑк кулӑш урапи» ятлӑ кану программи хатӗрленӗ — вӑл 13 сехетре пуҫланмалла.
◊ 14 сехетре Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче «Элара» АУО хатӗрленӗ «Ҫӳле вӗҫме вӑхӑт» уяв программи пуҫланать.
◊ Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концертне курма кӑмӑллакансене «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ патне чӗнетпӗр — 14 сехетре унта «Уяв ячӗпе, Шупашкар!» концерт уҫӑлӗ.
◊ 16 сехетре «Салют» КК умӗнче те концерт пулӗ — тӗрлӗ ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхӗппе паллаштарӗҫ.
Чӑваш Енӗн тӗп хули ыран, ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче, Хула кунне паллӑ тӑвать.
Яланхи пекех уяв хаваслӑ мероприятисемсӗр иртмӗ. Хула ертӳҫисемпе республика пуҫлӑхӗсем тӗп хулан кунне кашни ҫул интереслӗ те савӑнӑҫлӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ — Шупашкарта пурӑнакансем валли вун-вун мероприяти хатӗрлеҫҫӗ. Уйрӑм усламҫӑсем те вӗсенчен юлмасть — ҫакӑн пек уявра суту-илӳ питӗ лайӑх пырать-ҫке.
Шупашкар хулин кунне уявлама ӗнерех пуҫланӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Тӗрӗссипе хӑш-пӗр уяв саманчӗсем тӗп хулан 17-мӗшӗнчех иртнӗ — Ярославль урамӗнче «Атӑл» хӑна ҫуртне уҫнӑ, Калинин районӗнче кил-йыш тухтӑрӗн практикин центрӗпе ача-пӑча площадкине уҫнӑ. Кӗҫнерникун вара Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннисене чысланӑ, Ленин районенче ача-пӑча вылямалли икӗ тӳремлӗхе (9-мӗш пилӗкҫулӑх тата Мир проспекчӗсенче) уҫнӑ. «Салют» КК ҫитме кӑмӑл тунисем вара ятарлӑ концерт курса савӑннӑ. Эрнекун, ҫурлан 19-мӗшӗнче, «Юманлӑх» хӑна ҫуртне (Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ) тата ача-пӑча канмалли тепӗр икӗ тӳремлӗхе хута янӑ. Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче пурӑнакансем валли «Под крышей дома своего!
Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем!
Сире Хула кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!
Чӑвашсен тӗп хулин ҫуралнӑ кунӗ — республикӑшӑн паллӑ пулӑм, тӗлӗнмелле илемлӗ те асра юлакан уяв; вӑл пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан пур халӑх ҫыннине пӗрлештерет.
Пирӗн паян мухтанмалӑх сӑлтав ҫук мар. Чӑваш Ен тӗп хулин сӑн-сӑпачӗ ҫулсерен ҫӗнелсе пырать. Нумай хутлӑ ҫуртсем тӳпенелле ҫӗкленеҫҫӗ, автомобиль ҫулӗсене ытларах та ытларах сараҫҫӗ, парксемпе скверсем илемленсе пыраҫҫӗ, урамсемпе кил картисенче тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ производство объекчӗсем хута каяҫҫӗ, Шупашкара хӑвӑртрах аталанма май паракан пысӑк капашлӑ инвестици проекчӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Ен тӗп хули хӑйӗн авалхи сӑн-сӑпатне, нацин хӑй евӗрлӗхне палӑртакан енсене упраса пурӑнать. Кунта Шупашкарсен — ӗҫчен, тараватлӑ тата тӑван тӑрӑх шӑпишӗн чунтан тӑрӑшакан ҫынсен — тӳпи питӗ пысӑк.
Ҫакна шанатӑп: республика тӗп хулин пуласлӑхӗ пысӑк, пӗрлехи вӑйпа эпир пур ҫӗрте те ӑнӑҫу тӑвӑпӑр. Ҫакна пурнӑҫа кӗртмешкӗн пирӗн пурте пур: ӑс-хакӑлпа пуҫаруллӑх, культурӑпа ӑслӑлӑх вӑй-хӑвачӗ, чи кирли вара — Шупашкара пӗтӗм чӗререн юратни.
Вырсарникун, ҫурлан 21-мӗшӗнче, Шупашкарта Хула кунне паллӑ тӑваҫҫӗ — ӑна халалласа вара тӗрлӗ мероприятисем хатӗрлеҫҫӗ. Уявӗ вырсарникун пулин те тӗрлӗ ӑмӑртусем маларах та иртеҫҫӗ.
Паян, ҫурлан 19-мӗшӗнче, «Шупашкар сувенирӗсем» ӑмартӑва пӗтӗмлетнӗ. Тӗрлӗ япаласене — кантӑк, тимӗр, пир, хӑма, тӑм тата ыт. те — усӑ курса хатӗрленӗ сувенирсем чӑн та питӗ илемлӗччӗ.
Хаклавҫӑсем хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: 1-мӗш вырӑн — Толстов М.М. ИП; 2-мӗш вырӑн — «Листок» ТМЯО; 3-мӗш вырӑн — Сахаров Е.Ю. ИП. Кашни ҫӗнтерӳҫе ятарлӑ хисеп хучӗпе тата укҫапа чысларӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвӗпе те хисеплерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |